Шупашкарта пурӑнакан Амевсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнине уявланӑ. Мӑшӑр пӗрне пӗри унран та ытларах пӗлет. Ҫемье ҫавӑриччен хӗрпе каччӑ 7 ҫул туслӑ пулнӑ.
Амаевсем — педагогсен ҫемйи. Александр Николаевич физкультура учителӗнче ӗҫленӗ, Любовь Николаевна — вырӑс чӗлхипе литература учителӗнче.
«Ӗмӗр пурӑнасси уй урлӑ каҫасси мар. Пирӗн йывӑрлӑх та пулнӑ, йывӑр ҫухату та. Телейлӗ самантсем ҫапах та ытларах пулчӗҫ. Йывӑр самантра пире хӗрӗмӗр пулӑшать. Ҫавӑнпа та ватлӑха тивӗҫлипе кӗтсе илессе шанатпӑр», — тет мӑшӑр.
Паян — Ҫемье кунӗ. Республикӑра пурӑнакансене уяв ячӗпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл халӑхра: «Ҫемье ҫавӑрмасӑр телейлӗ пулаймӑн», — тенине илсе кӑтартнӑ. «Ҫемьене пурнӑҫри чи хаклӑ тупра тата тӗрев вырӑнне хурса шанчӑклӑн упрама тӑрӑшӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене чунтан юратнине, тав сӑмахсем час-часах калама ан манӑр», — сӗнет Элтепер.
«Халӑхӑмӑрӑн авалтан пыракан йӑли-йӗрки атте-аннене тата ватӑ ҫынсене хисеплеме, ҫемьене сума сума вӗрентет. Пирӗн ҫав ырӑ йӑласене упраса ӑруран-ӑрӑва тивӗҫлӗн куҫарса пымалла», — тенӗ саламра.
Чӑн та, ҫемье институчӗ общество тӑнӑҫлӑхӗн тата ырлӑхӗн тӗп никӗсӗ шутланать. Ҫавна май регион ертӳҫи республикӑн «патшалӑх политикин тӗп приоритечӗ — ҫемье хаклӑхӗсене тӗпе хурса ача амӑшӗпе ачалӑх институтне аталантарасси, нумай ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ хӳтлӗх парасси» тесе палӑртнӑ.
Чӑваш Енре «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ку конкурса ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Ӑна Ҫемье кунне халаллаҫҫӗ. Ку уява ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Кӑҫал конкурс ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехетре Шупашкарти Хусанкай урамӗнчи 29-мӗш «А» ҫуртра иртӗ. Унта хутшӑнакан ҫемьере 3 ҫынран кая мар пулмалла. Ҫемьесем унта хӑйсен ирӗкӗпе те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Е вӗсене ӗҫ коллективӗ тӑратма пултарать.
Конкурса хутшӑнас тесен заявкӑна ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен памалла. Ҫемьен портфолио, стена хаҫачӗ, 3-4 минута тӑсӑлакан визит карточки хатӗрлемелле. Ҫӗнтерӳҫе дипломпа, парнепе хавхалантарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |